Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ ирттерекен сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне материалсене малалла йышӑнаҫҫӗ.
Сценарие Мухтавлӑ ентешсен ҫуллталӑкне халалласа ҫырмалла. Конкурса ача пахчсенче, шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче, професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятин сценарийӗ».
Конкурс кӗретсӗр мелпе иртет. Материалсене нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗччен Вӗренӳ институтне ҫитермелле.
Ӗпхӳ хулинче Пушкӑртстанри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи 8-11 классенче вӗренекенсен хушшинче тӑван чӗлхепе (тутар, чӑваш, мари, удмурт) литература олимпиади иртнӗ. Унта хутшӑннӑ Пелепей районӗнчи Слакпуҫ шкул вӗренекенӗсем Юлия Егоровапа (9 класс) Карина Павлова (11 класс) чӑваш чӗлхипе литература олимпиадинче ҫӗнтернӗ.
«Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанри республика олимпиадин юлашки тапхӑрне 153 шкул ачи хутшӑннӑ: тутар чӗлхипе – 94, чӑваш чӗлхипе – 25, мари чӗлхипе – 23, удмурт чӗлхипе – 11 вӗренекен.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, филологи наукисен кандидачӗ, Леонид Петров чӗлхеҫӗ калашле «тусем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ кӑйкӑр-чӑваш» Игорь Петров 60 ҫул тултарнӑ.
Игорь Георгиевич — Пушкӑртстан чӑвашӗ. Этнограф, истори наукисен кандидачӗ. Маларах асӑннӑ ӑсчах Фейсбукри хӑйӗн странцинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Петров «тӑван халӑхӑмӑр шӑпипе пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки ҫинчен куллен шухӑшламасӑр (хӑш чухне чӗрине ыраттарса та пулӗ!) пурӑнма та» пултараймасть. Вӑл 40 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, ҫав шутра — 2 монографи, авторӗ.
Рома Алайя ятлӑ ҫамрӑк «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, Телеграма чӑвашлатма хӑтланса пӑхакансем пулнӑ, анчах вӗҫне ҫитермен.
«Ҫавӑнпа та эпӗ телегӑн чылай пайне чӑвашла куҫарасшӑн», — тесе ҫырнӑ Рома. Анчах вӑл хӑйӗн чӗлхе пӗлӗвӗ ҫителӗксӗррине тунмасть, ҫавнпа пулӑшма ыйтать.
Рома ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курасшӑн, анчах акӑлчан тата вырӑс чӗлхисенчен йышӑннӑ сӑмахсемпе иртӗхесшӗн мар.
Телеграмри чӑваш каҫҫи кунта . Хальхи вӑхӑтра Телеграмри чӑваш версийӗпе android, ios приложенисенче тата компьютер версийӗсенче усӑ курма май пур.
Чӑваш Республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче шӑпӑрлансене чӑвашла вӗрентеҫҫӗ. Ҫак эрнере «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫсем» клубӑн кӑҫалхи пӗрремӗш занятийӗ иртнӗ. Ачасем теттесене вӗренме тытӑннӑ.
Занятие пынӑ хулари 75-мӗш ача пахчине ҫӳрекен ачсем халӗ тетте, мечӗк, пукане, упа, мулкач сӑмахсене пӗлеҫҫӗ.
Ӳлӗмрен ачасем «Чӗрчунсем», «Апат-ҫимӗҫ», «Тумтир», «Эрне кунӗсем», «Ҫулталӑк вӑхӑчӗ», «Манӑн юлташ» тата ытти темӑа сӑмахсене ӑша хывӗҫ.
Вулавӑшӑн пресс-секретарӗ Инна Капитонова пӗлтернӗ тӑрӑх, клуб ертӳҫисем (вӗсем — библиотека ӗҫченӗсем) шӑпӑрлансем чӑвашла сӑмахсене ҫӑмӑллӑн вӗренме пултарасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш республикин ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр — Открываем новые имена» литература конкурсӗ малалла пынине аса илтерет. Кулленхи, шучӗпе саккӑрмӗш, хальхи чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӗҫсене 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетӗҫ.
Литература конкурсне ӗҫсене чӑвашла та, вырӑсла та ярса пама юрать. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ — 15 ҫултан пуҫласа 35 ҫул таран. Хайлавсен калӑпӑшӗ 12 шрифтпа хатӗрленӗ А4 форматлӑ 20 страницӑран ытла пулмалла мар. Конкурс йӗрки-шывӗпе туллин вулавӑшӑн сайтӗнче паллашма пулать.
Конкурс йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫсене республикӑри хаҫатсенче пичетлесе кӑларӗҫ, ҫавӑн пекех вӗсем конкурс ячӗпе тухакан литература хайлавӗсен пуххин улттӑмӗш кӑларӑмне кӗрӗҫ.
Чӗмпӗрте «От пиктограммы до буквы» (чӑв. Пиктограммӑран пуҫласа саспалли таран) чӑваш ҫырулӑхӗпе ӗҫ тетрадьне чысланӑ.
Ӗҫ тетрадьне чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ӑна тӑвас тесе Чӗмпӗрти тӗп вулавӑш тытӑмӗпе асӑннӑ хулари культура управленийӗ пулӑшнипе ҫине тӑнӑ.
Чӗмпӗрти ҫав культура учрежденийӗ «Смотрю и вижу» (чӑв. Пӑхатӑп тата куратӑп) ярӑмпа 11-мӗш кӑларӑм кун ҫути кӑтартнӑ. 11-мӗшне, ав, чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ.
Ӗҫ тетрачӗпе Б.В. Аржанцев ячӗллӗ 25-мӗш ача-пӑча вулавӑшӗн сайтӗнчи «Рабочие тетаради» ярӑмра паллашма пулать.
Чӑваш Енӗн Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Елена Еньккан «Повествование о чувашах» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Пирӗн халӑхӑмӑрӑн историйӗ пуян. Халӗ пире «чӑвашсем» теҫҫӗ. Ӗлӗк-авал вара пире урӑх ятсемпе (этнонимсемпе) пӗлнӗ», – тесе ҫырнӑ хыпарта.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ кӗнеке Елена Еньккан – хушса пуянлатнӑ виҫҫӗмӗш кӑларӑмӗ.
Кӗнеке рецензенчӗ – филологи наукисен докторӗ Н.И. Егоров, редакторӗ – В.Н. Алексеев, художникӗ – Е.В. Александрова.
Елена Енькка чӑвашсен историйӗпе паллаштарнӑ. Халӑхӑмӑр утса тухнӑ кун-ҫула, вӑл пурӑннӑ вырӑнсене картта ҫинче кӑтартса панӑ. Автор чӑваш чӗлхи ҫинчен те нумай ҫырса кӑтартнӑ.
КӐР | 04 |
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Мӗн-ха вӑл ийе?..
Ийе чӑмланӑ, тени пур. Ачана пӗччен хӑварсан ийе вӑрлама пултарать, тенӗ тата ӗлӗк. Ийе тенине кашни чӑвашах илтнӗ-ха ӗнтӗ. Акӑ, Н. И. Ашмарин словарӗнче те Ийе пирки виҫӗ страница ҫырнӑ. «Ийе мунчара пурӑнать... Ийе чӑмлать... Ийе тытсан, выльӑх-чӗрлӗх хутланса ӳкет, ӑҫта выльӑх-чӗрлӗхӗн пуҫне те ҫавӑрса лартать...»
Ийе шывра пурӑннине калани те пур. Хӑшпӗр чухне ӑна шыврипе те, вутӑшпа та пӑтраштаратпӑр, хӗрт-сурт пек те куратпӑр. Пӗр ҫӗрте вӑл арҫын, ытларах вара хӗрарӑм пек курӑнать.
«Ийе шывран тухрӗ те ылтӑн турапа ҫӳҫне турама тытӑнчӗ. Кайран каллех шыва чӑмрӗ. Тепре тухсан вара «ман тура ӑҫта?» тесе кӑшкӑрашма тытӑнчӗ», — каласа кӑтартатчӗ ман асанне Ӑста-Наҫтук. Вӑлах тата темле Хветут ийе турине килне илсе таврӑннине, ийе вара ҫӗрле ун ҫурчӗ тавра йӗре-йӗре ҫӳренине, «турана пар!
«ОТР» телеканал хӑйӗн кураканӗсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи Хӗл Мучисене саламлаттарать. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, телекуравҫӑсене чӑваш Хӗл Мучийӗ ырӑ суннӑ.
Унӑн асамлӑ туйи ҫемӗ те каласа кӑтартнӑ. Хӑй вӑл сӑхман тата чӑвашла эрешпе капӑрлатнӑ калпак тӑхӑннӑ. Юрпике те чӑвашла тумланнӑ. Пуҫне вӑл тухья тӑхӑннӑ.
«Телекуравҫӑсене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп. Ырлӑх-сывлӑх сунатӑп!» — саламланӑ Хӗл Мучи тӑван чӗлхепе. Унтан вӑл тата Юрпике салама вырӑсла вӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.